+28 °С
Пӗлӗтлӗ


Çак кунсенче нарколог, психолог, психотерапевт, юрист, çемье медиаторĕ – çынсен хушшинчи çыхăнăва йĕркелемелли меслетсене пĕлекен специалист, ĕçлĕç.
Анонимлă, тÿлевсĕр хĕрÿ телефон 8-800-347-5000 икӗ кун хушши 14.00 сехетрен пуҫласа 16.00 сехетчен ӗҫлӗ.
«Туссем, ан хупăнăр, инкекĕре хăвăрта ан пытарăр. Лару-тăрăва лайăх енне пĕр телефон шăнкăравĕ те улăштарма пултарать. Эпир пĕрле пурне те пултаратпăр!», - çырнă Ленара Иванова.
Эрех-сăрапа тата наркотикпа çыхăннă чирсенчен асăрхаттарма тата сиплеме пулăшакан çакăн йышши мероприятисем 2021 çултанпа иртеççĕ.