Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Новости
10 Сентябрӗн 2025, 14:00

Талăк хушшинче ултă çын çухалса кайнă

РФ Инкеклĕ лару-тăру министерствин Пушкăртстанри патшалăх комитечĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, Чишма районĕнчи Боголюбовка ялĕнче арçын çухалнă. Вăл Ĕпхÿ районĕнчен кăмпа татма килнĕ те вăрманта аташса кайнă. Кĕçех ăна Аров ял хутлăхĕн пуçлăхĕ шыраса тупса ял тăрăхне  илсе тухнă.

Талăк хушшинче ултă çын çухалса кайнăТалăк хушшинче ултă çын çухалса кайнă
Талăк хушшинче ултă çын çухалса кайнă

Пелепей районĕнче виçĕ кăмпаçă вăрман тăрăхĕнче çухалса кайнă. Вĕсене полици ĕçченĕсем шыраса тупнă.

Краснокамск районĕнчи Арлан ялĕнчи нефть уçлакан тăрăхри вăрманта икĕ хĕрарăм çухалса кайнă. Вĕсене нефть кăлармалли шăтăкăн (скважина)  дежурнăй операторĕ тупса çул çине илсе тухнă.  

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас