Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Новости
11 Сентябрӗн 2025, 09:00

Ĕпхÿ çынни тăна кĕнĕ те аферистсене укçа куçарман

РФ ШĔМ Пушкăртстанри уйрăмĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, 64 çулхи Ĕпхÿ çынни чутах аферистсен серепине çакланман. Унăн килти телефонĕ çине хăйĕнпе пысăк телекоммуникаци операторĕ тесе паллаштарнă çын шăнкăравланă. Оборудованисене улăштармалла тесе арçынран паспорт даннăйĕсене ыйтса илнĕ.

Ĕпхÿ çынни тăна кĕнĕ те аферистсене укçа куçарманĔпхÿ çынни тăна кĕнĕ те аферистсене укçа куçарман
Ĕпхÿ çынни тăна кĕнĕ те аферистсене укçа куçарман

Кăшт тăрсан Ĕпхÿ çынни патне «йĕрке хуралçисен ĕçченĕсем» шăнкăравланă. Вĕсем унăн счечĕ çинчи укçасем пирĕнпе туслă мар çĕршывсене каяççĕ тесе пĕлтернĕ, хистесех счет çинчи укçине хывса хăйсене пама сĕннĕ. Арçын банка кайнă. Унта сипленме тесе шухăшласа кăларнă сăлтавпа 1 миллион тенкĕ те 700 пин тенкĕ хывнă. Анчах та килнелле утнă май иккĕленме пуçланă, палламан çынсем хушнине малалла пурнăçламан. Килне çитсен илнĕ информацие тепĕр хут тишкерсе тухнă та хăй чутах мошенниксен аллине çакланманнине ăнланса илнĕ.   

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас