+28 °С
Пӗлӗтлӗ


Ĕне сăвакансен тупăшăвĕ Дюртюли хулинче иртнĕ. Светлана Юрьевна хăйĕн тăрăшулăхĕпе тата професси ăсталăхĕпе республикăри чи лайăх операторсен хушшинче хисеплĕ вырăна тивĕçнĕ. Унăн ăсталăхĕ тата хăй ĕçне чунтан парăнни пысăк кăтартусем тума май панă.
Пултаруллă оператора дипломпа чысланă май ăшшăн саламласа регионти ял хуçалăха аталантарас ĕçе тÿпе хывнăшăн чунтан тав тунă, çамрăк ăрушăн ырă тĕслĕх пулнине палăртнă.
Светлана Юрьевнăна малашне те çĕнĕ çитĕнÿсем тума çирĕп сывлăх, ăнăçу сунатпăр.