Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Новости
12 Сентябрӗн 2025, 08:00

Наци тумĕсемлĕ волонтерсем маскировка сечĕсем çыхаççĕ

Мияки районĕнчи Тимеш ял çыннисемпе «Zов сердца» волонтерсен ушкăнĕ хаваспах «Наци тумĕсен кунĕ» пĕтĕм Раççейри акцие хутшăнчĕç.

Наци тумĕсемлĕ волонтерсем маскировка сечĕсем çыхаççĕНаци тумĕсемлĕ волонтерсем маскировка сечĕсем çыхаççĕ
Наци тумĕсемлĕ волонтерсем маскировка сечĕсем çыхаççĕ

«Наци тумĕсен кунĕ»  пĕтĕм Раççейри акци ирттернĕрен пирĕн ялăн сăн-сăпачĕ тĕпрен улшăнчĕ. Вырăнти волонтерсем вăхăчĕсене тата вăйĕсене хĕрхенмесĕр тăван çĕрĕн пуян культура эткерлĕхне чунтан юратнине, тав тунине палăртса наци тумĕсем тăхăнчĕç.

Акци ялта пурăнакан пур ăрушăн та çутă пулăм пулса тăчĕ. Кунта мăн асаттесен йăли-йĕркине типтерлĕн упракан çамрăк хастарсем те, аслă çулхисем те, ваттисем те пуçтарăнчĕç. Вĕсем пурте хамăр халăхăн илемĕпе хăйне евĕрлĕхне кăтартса пачĕç.

Мероприятие йĕркелесси пĕр кăлтăксăр иртрĕ, уяв лару-тăрăвĕ ăшăпа тата ырă кăмăлпа тулчĕ. Çак мероприяти пурне те халăх йăли-йĕркисене типтерлĕн упрани пĕлтерĕшлĕ пулнине кăтартса пачĕ, шăпах вĕсем пирте наци уйрăмлăхне йĕркелеççĕ, ăрусем хушшинчи çыхăнăва çирĕплетеççĕ. Пĕтĕмĕшле илсен уяв пурин чунĕнче те кăмăллă туйăмсемпе çутă аса илÿсем хăварчĕ.

Ятарлă çар операцийĕ пуçланнăранпах  Тимешри «Zов сердца» волонтерсен ушкăнĕ çар çыннисем валли маскировка сечĕсем  хатĕрлет тата гуманитари пулăшăвĕ пуçтарать. Сетка  сыхмалли кирлĕ материалсемпе «Zа Победу»  укçа-тенкĕпе çыхăнман автономиллĕ организацин штабĕ тивĕçтерет.

Кулленхи пурнăçра ĕçĕсем нумай пулнине тата ялта пурăннине пăхмасăр проект хастарĕсем тăтăшах вырăнти культура çуртне пуçтарăнаççĕ. Чи хастаррисен шутĕнче – Гая Леонтьева, Татьяна Трофимова, Серафима монахиня.  

Эпир кашни волонтера чунтан тав тăватпăр, хамăр ĕç çĕнтерĕве çывхарма пулăшасса, çĕнтерÿ пирте пулăшасса шанатпăр.  

Валентина ОТСТАВНОВА, Зоя ЕФРЕМОВА, Тимеш ял клубĕн ĕçченĕсем.

Мияки районĕ.

Наци тумĕсемлĕ волонтерсем маскировка сечĕсем çыхаççĕ
Наци тумĕсемлĕ волонтерсем маскировка сечĕсем çыхаççĕ
Наци тумĕсемлĕ волонтерсем маскировка сечĕсем çыхаççĕ
Наци тумĕсемлĕ волонтерсем маскировка сечĕсем çыхаççĕ
Наци тумĕсемлĕ волонтерсем маскировка сечĕсем çыхаççĕ
Наци тумĕсемлĕ волонтерсем маскировка сечĕсем çыхаççĕ
Наци тумĕсемлĕ волонтерсем маскировка сечĕсем çыхаççĕ
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас