Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Новости
18 Сентябрӗн 2025, 15:00

Тыр-пул пухса кĕртес ĕç йывăр çут çанталăк условийĕсенче пурнăçланать

Пушкăртстанра акнă хирсен 46%  (960 пин тонна) пуçтарса кĕртнĕ,  2,6 млн тонна тĕш тырă (вăтам тухăç гектар пуçне 29 центнерпа танлашать) çапса илнĕ. Кун пирки правительствăн Республикăна ертсе пыракан центрĕнче иртнĕ канашлура вице-премьер – ПР ял хуçалăх министрĕ Ильшат Фазрахманов пĕлтернĕ.

Тыр-пул пухса кĕртес ĕç йывăр çут çанталăк условийĕсенче пурнăçланатьТыр-пул пухса кĕртес ĕç йывăр çут çанталăк условийĕсенче пурнăçланать
Тыр-пул пухса кĕртес ĕç йывăр çут çанталăк условийĕсенче пурнăçланать

 Тыр-пул пухса кĕртес ĕç йывăр лару-тăрура пурнăçланать. Иртнĕ эрнере комбайнсем талăк хушшинче 30 пин гектар вырса пуçтарнă. Ку эрнере çанталăк лайăх тăрать, ял хуçалăх министерстви ĕç хăвăртлăхĕ ÿсессе, талăкне 45 пин гектар вырса пуçтарасса шанса тăрать.

ПР Ял хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, сахăр кăшманĕн 20% лаптăкне – 418 пин тонна (гектар пуçне 426 центнер) пуçтарнă. Çу паракан культурăсен вырса пуçтарнă 10 % лаптăкĕнчен 100 пин тонна çу паракан вăрлăх пухса илнĕ, 640 пин гектар акнă.

Çурхи культурăсене пуçтарнă вăхăтрах кĕрхи культурăсене акас ĕç те пырать. 

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас