Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Новости
18 Сентябрӗн 2025, 10:00

Вунă района мобильлĕ çыхăнупа тивĕçтернĕ

Асăннă проект республикăн тĕрлĕ кĕтесĕсенчи пĕчĕк поселоксенче пурăнакан 6 пин çынна пырса тивнĕ.

Вунă района мобильлĕ çыхăнупа тивĕçтернĕВунă района мобильлĕ çыхăнупа тивĕçтернĕ
Вунă района мобильлĕ çыхăнупа тивĕçтернĕ

Кăçал чи пысăк операторсенчен пĕри Учалăпа Абзелил, Белорецкпа Баймак, Бурайпа Шаран, Благовещенскпа Калтасă, Мишкинпа Мечетлĕ районĕсенче база станцийĕсем вырнаçтарнă.

 - Пахалăхлă çыхăну тата интернет пысăк мар ялсене çитнĕ. Çав шутра Караидель районĕнчи 170 çын пурăнакан Круш тата туристсен паллă вырăнĕ Белорецк тăрăхĕнчи Зигаза ялĕсем те, - пĕлтернĕ «хĕрлĕ» оператор пресс-служби.

Пысăк хăвăртлăхлă интернет 100-500 çын пурăнакан ялсенче пур. Çапла интернет уçлăхĕпе вырăнта пурăнакан 6 пин ытла çынна çыхăнтарнă.

Асăннă ĕçсем «Цифрăллă танмарлăха тĕп тăвасси 2.0» программа шайĕнче патшалăх пулăшу панипе пурнăçланаççĕ.       

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас