

Республикăри суд приставĕсен служби пĕлтернĕ тăрăх, руль умне ÿсĕрле темиçе хутчен ларнă тата полици аллине çакланнă водителĕн Hyundai Creta çăмăл машинине арестленĕ. Автомобиле вырăнти предпринимателе упрама панă, ятарлă стоянкăна вырнаçтарнă пулнă. Суд йышăнăвĕпе гражданининăн пурлăхне патшалăх тупăшне çавăрнă. Анчах та усламçă, хăйĕн преступлениллĕ шухăшне пурнăçа кĕртес тĕллевпе пурлăха упрамалли вырăна улăштарнă. РФ Оборона министерствин çыннисене памалли кун конфискациленĕ машина ятарлă стоянкăра пулман.
Суд приставĕсем полици ĕçченĕсемпе пĕрле иномаркăна предприниматель пурăнакан вырăнта тупнă.
«Çапла майпа арçын шанса панă автомобиле сыхласа хăварассипе çыхăннă обязательствăсене пăснă. Унсăр пуçне предприниматель конфискациленĕ пурлăхăн патшалăх номерĕсене улăштарса ăна мăшăрне усă курма панă», - ăнлантарнă ведомствăра.
Усламçă тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă, ăна икĕ çул таран ирĕксĕр хăварма пултараççĕ.