+28 °С
Облачно


Пушар Речная урамĕнчи çуртра тухнă. Хĕрарăм хыттăн çатăртатакан сасăпа вăранса кайнă та пÿлĕм тĕтĕм ăшĕнче пулнине асăрханă. Вăл ачисене вăратнă та пурте пĕрле çунакан çуртран чÿрече витĕр тухнă.
«Телее, нихăшĕ те суранланман. Пушара сÿнтернĕ. Нумай ачаллă çемье вăхăтлăха тăванĕсем патĕнче вырнаçнă», - тенĕ хăтаруçăсем.
Вырăнта РФ Инкеклĕ ĕçсен министерствин дознавателĕсем ĕçлеççĕ, пушар сăлтавне уçăмлатаççĕ. Пулма пултаракан сăлтавсенчен пĕри – кĕске замыкани.