+28 °С
Пӗлӗтлӗ


Пушкăртстан суйласа илнĕ заявкăсен шучĕпе малтисенчен пĕри пулса тăнă. Республикăра тÿрех сакăр учреждение – Ишимбайри тĕп хула библиотекине, Ĕпхÿ районĕнчи Николаевка ялĕнчи 7№ ача-пăча библиотекине, Ĕпхÿ хулинчи Ш.А. Худайбердин ячĕллĕ хулари тĕп ача-пăча библиотекине, Мишкино ялĕнчи модельлĕ ача-пăча библиотекине, Октябрьский хулинчи 1№ библиотекăна, Заки-Валиди ячĕллĕ наци библиотекине, Сибайри хула культура çуртне, Ĕпхÿри ача-пăча библиотекине – çĕнетĕç. Пĕр центра 3,8 млн тенкĕ уйăрĕç.