Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Новости
24 Сентябрӗн 2025, 11:00

Пушкăртстан çынни саккуна пăсса 7 пин рак тытнă

Краснокамск районĕнчи суд умне пин-пин рак тытса сутнă арçын тăрĕ. Март-апрель уйăхĕсенче браконьер Найдан кÿлĕре рак тытмалли  15 хатĕр лартнă. Вăл пурĕ 770 пин тенкĕлĕх 7 пине яхăн рак тытнă.

Пушкăртстан çынни саккуна пăсса 7 пин рак тытнăПушкăртстан çынни саккуна пăсса 7 пин рак тытнă
Пушкăртстан çынни саккуна пăсса 7 пин рак тытнă

Пушкăртстанри прокуратурăн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, йĕрке хуралçисем ăна тиев турттарнă чух тытса чарнă. Преступник хăйĕн айăпне йышăнман. Суд ăна икĕ çуллăха условлă майпа ирĕксĕр хăварнă, пĕр çула тĕрĕслев срокĕ панă. «Лада Бронто» машинине, резина киммине тата рак тытмалли хатĕрĕсене патшалăх шутне куçарнă.

Инга АЛЕКСЕЕВА.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас