Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Новости
24 Сентябрӗн 2025, 13:00

Сергей Никифоров паттăра халалласа - «Асăну аллейи»

Сентябрь уйăхĕн 18-мĕшĕнче Пишпÿлек районĕнчи Ситекпуç ялĕнче пĕлтерĕшлĕ пулăм пулса иртнĕ. Çак кун асăннă ялта çуралса ÿснĕ, Афганистанри, Таджикистанри çар хирĕç тăрăвĕсене, Украинăри ятарлă çар операцине хутшăннă Сергей Павлович Никифорова халалласа «Асăну аллейи» асăну хăми уçрĕç.

Сергей Никифоров паттăра халалласа - «Асăну аллейи»Сергей Никифоров паттăра халалласа - «Асăну аллейи»
Сергей Никифоров паттăра халалласа - «Асăну аллейи»

Сергей Павлович çар çынни пулнă. Пурнăçĕн 25 çулне çар профессине халалланă. Ятарлă çар операцийĕ пуçлансан айккинче тăрса юлма пултарайман. Çар присягине тата Тăван çĕршыва шанчăклă пулса паттăрла пуç хунă.  

Хăй вăхăтĕнче вăл ял çывăхĕнчи ту çине нумай йывăç лартнă, çырма хĕррипе ытарма çук илемлĕ сад ĕрчетнĕ. Ял çыннисем Сергей Павловича, унăн ырă ĕçĕсене асра тытса асăну хăми вырнаçтарма, аллейăна ун ятне пама йышăнчĕç.

«Çак асăма эпир шанчăклă» чаплă митинг Раççей тата Пушкăртстан гимнĕсенчен пуçланчĕ. Ун хыççăн Пишпÿлек район администраци пуçлăхĕн çумĕ А.А. Семенов сăмах илчĕ. Вăл ял çыннисене, Сергей Павловичăн амăшне тав турĕ. Çавăн пекех асăну мероприятийĕнче «Çĕршыв хÿтĕлевçисем» («Защитники Отечества») патшалăх фончĕн социаллă кураторĕ Г.А. Хисамутдинова, ял старости Г.В. Скоробогатова, Сергей Никифоровпа пĕр класра вĕреннисем, геройăн амăшĕ сăмах каларĕç.

Владимир атте каланисем чуна пырса тиврĕç, вăл чиркÿре халĕ те Сергия аса илни, уншăн  кĕл туни пирки пĕлтерчĕ. Мероприяти лития вуланипе тата асăну апачĕпе вĕçленчĕ.

Сергей Никифоров паттăра халалласа - «Асăну аллейи»
Сергей Никифоров паттăра халалласа - «Асăну аллейи»
Сергей Никифоров паттăра халалласа - «Асăну аллейи»
Сергей Никифоров паттăра халалласа - «Асăну аллейи»
Сергей Никифоров паттăра халалласа - «Асăну аллейи»
Сергей Никифоров паттăра халалласа - «Асăну аллейи»
Сергей Никифоров паттăра халалласа - «Асăну аллейи»
Сергей Никифоров паттăра халалласа - «Асăну аллейи»
Сергей Никифоров паттăра халалласа - «Асăну аллейи»
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас