Урал сасси
+28 °С
Облачно
Новости
26 Сентября 2025, 12:00

Çтерлĕре шкулсене тĕпрен юсассипе ăнăçлă ĕçлеççĕ

Пушкăртстанра шкулсене тĕпрен юсассипе Çтерлĕ  хули малта пырать. Кун пирки хăйĕн телеграм-каналĕнче ПР Правительствин пĕрремĕш вице-премьерĕ  Урал Кильсенбаев пĕлтернĕ.

Çтерлĕре шкулсене тĕпрен юсассипе ăнăçлă ĕçлеççĕÇтерлĕре шкулсене тĕпрен юсассипе ăнăçлă ĕçлеççĕ
Çтерлĕре шкулсене тĕпрен юсассипе ăнăçлă ĕçлеççĕ

Асăннă   хулара  пĕр харăсах пилĕк шкула юсанă,  ку кăна та мар, пурне те срокчен вĕçленĕ.

 - Çак çитĕнÿсемпе  республикăри ытти хуласемпе районсенчи ĕçтешсене, вĕсем шăпах юсав ĕçĕсем тума палăртнă, паллаштартăмăр,  1№ вăтам шкулпа 1№ лицея епле юсанине кăтартрăмăр, - каласа панă Урал Кильсенбаев.

Ун сăмахĕсем тăрăх, 2026 çулта 36 шкулпа ултă ача сачĕ, 2027 çулта 17 шкулпа сакăр ача сачĕ юсама палăртаççĕ.

 - Хальхи вăхăтра пирĕн ачасем валли  паянхи саманана тивĕçтерекен 67 çурт пур. Вĕренме лайăх условисем туса парас енĕпе малалла та ĕçлетпĕр , - тенĕ Пушкăртстан Правительствин пĕрремĕш вице-премьерĕ. 

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас