Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Новости
1 Октябрӗн 2025, 06:00

«Пушкăртстанăн ылтăн унки» маршрута аталантарма 60 млн ытла тенкĕ уйăрĕç

 «Пушкăртстанăн ылтăн унки» Раççейри приоритетлă автомобиль маршручĕн шутне кĕнĕ, унсăр пуçне ăна эксперимент шайĕнче Раççей Федерацийĕн 10 регионти туристсен маршручĕн шутĕнче Яндекс Картăна кĕртнĕ.

«Пушкăртстанăн ылтăн унки» маршрута аталантарма 60 млн ытла тенкĕ уйăрĕç«Пушкăртстанăн ылтăн унки» маршрута аталантарма 60 млн ытла тенкĕ уйăрĕç
«Пушкăртстанăн ылтăн унки» маршрута аталантарма 60 млн ытла тенкĕ уйăрĕç

Асăннă автомобиль маршрутне регионти истори, çут çанталăк объекчĕсем – Сенкер кÿлĕ (Голубое озеро), Торатау тăвĕ, Воскресенское ялĕ, Мурадым хăвăлĕ, Шульган-Таш заповедник, Талкас кÿлĕ, Гадельша шыв сикки, Крак ту хырçи, Арвякрязь тăвĕ, Хăмла çырла тăвĕ, Инзер юхан шыв, Пĕчĕк Ямантау ту, Кĕрен чул тусем, Аскин хăвăлĕ, Атыш шыв сикки -  кĕреççĕ. Паллă вырăнсем тăрăх çул çÿрев 3 куна тăсăлĕ, çул тăршшĕ – 992 çухрăм ытла.

ПР Правительствин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, «Туризм тата  хăнасене тараватлă кĕтсе илесси» наци проекчĕн витĕмĕпе «Пушкăртстанăн ылтăн унки» туризм инфраструктурине аталантарма 60 млн ытла тенкĕ уйăраççĕ. Патшалăх пулăшăвĕпе автоçул хĕррипе регион продукцине сутмалли глемпингсем, автостоянкăсем, апатлану объекчĕсем, спорт лапамĕсем туса лартĕç. Çавăн пекех автомаршрут программине çул-йĕр сервисĕпе кану лапамĕн шутĕнче туризм оборудованийĕсемпе усă курасси, модульлĕ душ пÿлĕмĕсем вырнаçтарасси, амăшĕпе ачин пÿлĕмне тăвасси кĕрет.

Çак ĕçсене пурнăçласан çул çÿрев хăтлăрах, кăмăллăрах, туристсен шучĕ нумайрах пулĕ.

 

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас