Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Новости
3 Октябрӗн 2025, 12:00

Пушкăртстанра мамăк тирлĕ чĕр чунсене пеме шăпа ярĕç

ПР Çут çанталăк тата экологи министерстви пĕлтернĕ тăрăх, шăпа ярасси юпа уйăхĕн 10-мĕшĕнче унта хутшăнма заявлени тăратнисенчен çĕнтерÿçĕсене ăнсăртран суйлама май паракан ятарлă программăпа усă курса иртĕ.

Пушкăртстанра мамăк тирлĕ чĕр чунсене пеме шăпа ярĕçПушкăртстанра мамăк тирлĕ чĕр чунсене пеме шăпа ярĕç
Пушкăртстанра мамăк тирлĕ чĕр чунсене пеме шăпа ярĕç

Унта хутшăнакансем шăпа яни урлă Пушкăртстан Республикин пурте усă курма пултаракан территорийĕсенче мамăк тирлĕ чĕр чунсене (çÿлевĕç, сăсар) тытма ирĕк илĕç. Унсăр пуçне усă курман квотăсемпе пурăш тытма ирĕк илме те  шăпа ярĕç.

Шăпа ярасси Ĕпхÿ хулинчи Ленин урамĕнчи 86-мĕш çуртра 9. 30 сехетре иртĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас