+28 °С
Пӗлӗтлӗ


Кăçалхи çулăн сакăр уйăх хушшинче наркотиксемпе тата галлюциногенсемпе 145 çын наркăмăшланнă, вĕсенчен 71-шĕ вилнĕ. Иртнĕ çулхине çак кăтартусем пысăкрах пулнă, 179-шĕ – наркăмăшланнă, 101-шĕн пурнăçĕ татăлнă.
Çакăн йышши пăтăрмахсем ытларах Ĕпхÿ хулинче (112 тĕслĕх) сиксе тухнă. Çтерлĕпе Белорецк, Нефтекамскпа Салават, Пелепейпе Мелеуз тата Туймазă хулисенче наркăмăшланнисен шучĕ 2-6 çынпа танлашнă. Темиçе хулапа районта пĕршер тĕслĕхе шута илнĕ.
Ирида МАТНИЯЗОВА.