

Пушкăртстан Республикин Правительстви 2026 çулта инвалид тата сывлăхĕ енчен чăрмавсем пуррипе тулли пурнăçпа пурăнайман ачасене кану тата сывлăха çирĕплетекен учрежденисенче канма тата сипленме пĕр тан майсем туса панă.
Постановленипе килĕшÿллĕн, çитес çул сывлăхĕ енчен хавшакрах ачасем тĕрлĕ ача-пăча лагерĕсенче канма пултарĕç.
Вĕсен валли вырăн шучĕ çапларах пулĕ:
- Çулталăкĕпех тата сезонпа ĕçлекен лагерьсенчи, çав шутра шкулсен çумĕнчи лагерьсенчи, пĕтĕмĕшле вырăнсен шутĕнчен - 2%;
- Ятарлă профильлĕ, ĕç тата палатка лагерĕсенчи пĕтĕмĕшле вырăнсенчен - 1%.
Постановлени 2026 çулхи январь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕрет.
Сывлăхĕ енчен çитменлĕхсем пур ачасене йышăнакан учрежденисенче кирлĕ оборудованисемпе ытти кирлĕ условисем пулмалла.