

Кăçал программăна Инçет Хĕвел тухăçĕнчи тата Тĕп федераллă округсенчи 26 регионта хута янă. РФ Правительстви пĕлтернĕ тăрăх, специалистсене явăçтарма субъектсене 90 млн тенкĕ уйăрса парĕç.
50 пин çын таран пурăнакан вырăнсене ĕçлеме килнĕ физкультурăпа спорт ĕçченĕсем пĕр хутчен парăнакан компенсаци тÿлевне тивĕçĕç. Инçет Хĕвел тухăç территорийĕнче тÿлев виçи 2 млн тенкĕпе, ытти регионсемшĕн 1 млн тенкĕпе танлашĕ.
2026 çултан «Земство тренерĕ» программа Раççейĕн пур регионĕнче те ĕçлеме пуçлĕ.
Аса илтерме, Пушкăртстан ку программăна пуçласа ĕçе кĕртнĕ. Республикăра «Ял тренерĕ» программа 2020 çултанпа ĕçлет. Унпа килĕшÿллĕн, ял тăрăхне тата пысăк мар хуласене ĕçлеме килекен специалистсем 1 млн тенкĕ пĕр хутчен парăнакан тÿлеве тивĕçĕç.