Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Новости
22 Октябрӗн 2025, 07:00

Нефтяниксем çут çанталăка упрассипе ĕçлеççĕ

Пушкăртстан нефтяникĕсен вăрмансене çĕнетмелли пысăк кампанийĕ пулăшнипе Пушкăртстан Республикипе Тюмень облаçĕ ешерме пуçланă. Ун витĕмĕпе 255 пин йывăç лартнă. Çĕнĕ çамрăк вăрман 73 гектар йышăнать. Йывăçсен ытларах пайĕ - пирĕн республикăра.

Нефтяниксем çут çанталăка упрассипе ĕçлеççĕНефтяниксем çут çанталăка упрассипе ĕçлеççĕ
Нефтяниксем çут çанталăка упрассипе ĕçлеççĕ

Кăçалхи çут çанталăка сыхламалли тĕп акцисенчен пĕри - «Башнефть» («Роснефть» шутне кĕрет) ĕçченĕсем Пушкăртстан Республикин Давлекан районĕнче вырнаçнă «Аслы-Куль» çут çанталăк паркĕн территорийĕнче 24 пин калча лартни. Çак ĕç – республикăри чи пысăк кÿлле, Аслыкуле,  шурлăхланасран упраса хăварассипе çыхăннă программăна малалла та пурнăçа кĕртни. Пушкăртстан нефтяникĕсем 2023 çулхи кĕркунне кÿллĕн çурçĕр хĕвеланăç енне çĕнетме пуçланă. Компани ĕçченĕсем çут çанталăк паркĕнче 102 пин хыр тата лиственница калчи лартнă, вăхăт иртнĕçемĕн 25,5 гектар лаптăк йышăнакан вăрман ешерĕ. Ăсчахсем хак панă тăрăх, «Аслы-Куль» çут çанталăк паркĕн çурçĕр хĕвеланăç енне лăсăллă йывăçсем лартни шыв хĕрринчи вырăна шурлăх пусасран хÿтĕлемелли тата çут çанталăк паркне упраса хăвармалли  чи витĕмлĕ мелсенчен пĕри шутланать.  Унсăр пуçне кăçал нефть ĕçченĕсем регионти тĕрлĕ районсенче  пирĕн тăрăхра ÿсекен 208 пин хырпа чăрăш калчи лартнă.

2020 çултанпа компани вăрмансем лартассипе лайăх çитĕнÿсем тунă: 1,6 пин гектар çинче 5,5 млн çамрăк йывăç ÿсме пуçланă. Вăхăт иртнĕçемĕн хунавсем лăсăллă вăрмана çаврăнĕç, вырăнти экологи шайлашăвне йĕркене кĕртме пулăшĕç.  

 

        

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас