Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Новости
22 Октябрӗн 2025, 12:30

Нукасак ял хутлăхĕнче ял хĕрарăмĕсен уявĕ иртнĕ

Кашни çулах октябрь уйăхĕн 15-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери ял хĕрарăмĕсен кунне паллă тăваççĕ. Ку – питĕ пĕлтерĕшлĕ уяв. Вăл хĕрарăмсен ял территорийĕсене аталантарас ĕçе тÿпе хывнин пĕлтерĕшне палăртать. Çак кун эпир ял пурнăçне хăйне евĕрлĕ те пуянрах тума тăрăшакансене,  çĕр çинче вăй хуракансене, çемйисене тимлĕх уйăрса йăла-йĕркесене тытса пыракансене чыслатпăр.

Нукасак ял хутлăхĕнче ял хĕрарăмĕсен уявĕ иртнĕНукасак ял хутлăхĕнче ял хĕрарăмĕсен уявĕ иртнĕ
Нукасак ял хутлăхĕнче ял хĕрарăмĕсен уявĕ иртнĕ

Кăçал Авăркас районĕнчи Нукасак ял хутлăхĕ «Урă ял» конкурса хутшăнать. Çак кунсенче ун витĕмĕпе Тутар Нукасак ялĕнче ял хĕрарăмĕсене халалласа çавра сĕтел иртнĕ.

Пуçтарăннисем хĕрарăмсене канăç паман ыйтусене сÿтсе явнă. Нукасакри фельдшер пункчĕн фельдшерĕ Эльмира Ибрагимова хĕрарăм сывлăхĕпе ăна упраса хăвармалли çул-йĕрсем çинчен каласа панă пулсан, Утеймулла ялĕнчи медицина ĕçченĕ Закия Арсланова хĕрарăмăн илемне сыхламалли вăрттăнлăхсемпе  паллаштарнă. Пите массаж тума вĕрентекен мастер-класс та питĕ интереслĕ иртнĕ.

Мероприятие таврари культура çурчĕсен артисчĕсен пултарулăх номерĕсем те илем кÿнĕ. Нукасак ял хутлăхĕнчи хĕрарăмсен Канашĕн председателĕ Раушания Байтимирова çавра сĕтеле хутшăннисене тав тунă, пурне те çирĕп сывлăх, телей, тăнăçлăх тата ырлăх суннă.     

Нукасак ял хутлăхĕнче ял хĕрарăмĕсен уявĕ иртнĕ
Нукасак ял хутлăхĕнче ял хĕрарăмĕсен уявĕ иртнĕ
Нукасак ял хутлăхĕнче ял хĕрарăмĕсен уявĕ иртнĕ
Нукасак ял хутлăхĕнче ял хĕрарăмĕсен уявĕ иртнĕ
Нукасак ял хутлăхĕнче ял хĕрарăмĕсен уявĕ иртнĕ
Нукасак ял хутлăхĕнче ял хĕрарăмĕсен уявĕ иртнĕ
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас