

Раççей Президенчĕ çумĕнчи Пушкăртстан Республикин полномочиллĕ представителĕн çумĕ Ильшат Рахматуллин пĕлтернĕ тăрăх, акцие ачасем хăйсем ыйтнипе йĕркеленĕ. Вăл пысăк калăпăшлă çăксене куçарассипе çыхăннă ыйтăва татса пама пулăшĕ. Уйрăмах самолетпа вĕçекенсемшĕн меллĕ.
«Ытларах чухне студентсем ноябрь уйăхĕнчи каникулта килĕсене хĕллехи япаласем илме вĕçеççĕ. Нумайăшĕ чи йÿнĕ тарифсемлĕ, хушма багажсăр билетсем туянаççĕ. Çавна май япаласене Мускава епле илсе çитерес ыйту сиксе тухать. Акцие шăпах çак ыйтăва татса парас шутпа йĕркелетпĕр. Вĕренекенсем лăпкăн килĕсене кайса килччĕр, канччăр, япалисене пуçтарччăр, каярах ашшĕ-амăшсем вĕсене посылкăсемпе ăсатĕç», - ăнлантарса панă Ильшат Рахматуллин.
Акцие хутшăнас текенсен маларах çак ссылкаassotsiatsiya-stude-event.timepad.ru/event/3615330. урлă регистраци иртмелле. Пĕр посылкăн виçи 32 килограмран ытла пулмалла мар. Хăвăрт пăсăлакан апат-çимĕç чикме юрамасть.
Пĕрремĕш обоз Сибай – Темясово – Аскарово – Инзер – Ĕпхÿ – Кушнаренково – Дюртюли – Нефтекамск маршрутпа иртет. Ун хыççăн Мускав çывăхĕнчи Балашихăпа Мытищине, унтан çĕршывăн тĕп хулине каять. Мускавра пилĕк вырăнта чарăнать.
Акци тăтăшах, вĕренÿ çулĕ тăршшĕпе виçĕ хутчен, ноябрь уявĕсем, январь-февраль каникулĕсем тата çуллахи сесси умĕн, иртĕ.