Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Новости
24 Октябрӗн 2025, 12:30

Ÿсĕрле руль умне ларнăшăн автомобильне туртса илнĕ

Учалă районĕнче 54 çулхи арçын автомобильпе ÿсĕрле çÿренĕшĕн хаклă йышши кроссоверсăр тăрса юлнă.

Ÿсĕрле руль умне ларнăшăн автомобильне туртса илнĕŸсĕрле руль умне ларнăшăн автомобильне туртса илнĕ
Ÿсĕрле руль умне ларнăшăн автомобильне туртса илнĕ

Суд палăртнă тăрăх, явап тытакан кăçалхи май уйăхĕнче  ÿсĕр пулнине пăхмасăр Японире туса кăларнă автомобиль рулĕ умне водитель прависĕр ларнă, ăна вăл маларах çавăн пек йĕркене пăснăшăн çухатнă пулнă. Çул тăрăх пынă май сыхламан парковкăна пырса çапăннă. Ун хыççăн тарса пытанма хăтланнă, анчах ăна полици ĕçченĕсем тытса чарнă. Медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухма килĕшмен арçын.

Суд йышăнăвĕ тăрăх, айăплине 250 сехет юсав ĕçĕ тата икĕ çул çурă транспорт хатĕрĕсем умне ларма чарнă. Автомобильне туртса илсе патшалăха панă.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас