

Республикăра 3200 ытла библиотека ĕçлет, кĕнеке культури хастар аталанать, çулсерен иртекен Пĕтĕм тĕнчери «Китап-байрам» кĕнеке ярмаркки вара регион бренчĕ шутланать.
Конкурса РФ Цифра аталанăвĕ, çыхăну тата массăллă коммуникаци министерстви пулăшнипе Раççей кĕнеке пĕрлĕхĕ йĕркеленĕ. Кăçал конкурс çĕнтерÿçи «Курск ГранинКнигоФестиваль» литературăпа патриотизм фестивалĕпе паллаштарнă Курск облаçĕ пулса тăнă. «Кĕнеке тата вулав территорийĕ» номинацире Архангельск облаçĕ палăрнă. Виçĕ лауреат шутне Мускав, Киров тата Мурманск облаçĕсем кĕнĕ.
Жюри пайташĕсен шутĕнче кĕнеке, библиотекăпа музей пĕрлĕхĕсен , власть органĕсемпе пултарулăх пĕрлешĕвĕсен ĕçченĕсем пулнă. Вĕсем регионсен проекчĕсене хак панă, литература йăли-йĕркисене упраса хăварассипе çыхăннă тÿписене, кĕнеке отраслĕн статистикине тата вулав инфраструктурине шута илнĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 80 çул çитнине шута илсе паттăрсене тата ятарлă çар операцийĕн участникĕсене уйрăм тимлĕх уйăрнă.