

Республикăри суд приставĕсен служби пĕлтернĕ тăрăх, 35 çулхи хĕрарăм тахçанах йĕркесĕр пурнăç йĕрки илсе пырать. Эрех-сăра, ĕçекен тусĕсем унăн пурнăçĕнче малти вырăна тухнă, çав вăхăтрах 14 çулхи хĕрĕ ача çуртĕнче пурăнать. Хĕрарăм алимент тÿлес енĕпе суд ыйтнине пурнăçламан, темиçе çул хушшинче парăм хисепĕ 150 пин тенке çитнĕ. Тирпейсĕр амăшĕ тĕлĕшĕпе ĕçпе юсанмалли айăплав хута янă.
Икĕ çул каялла ăна административлă явап тыттарнă пулнă, анчах та вăл пурнăç çине пăхнине улăштарман. Çавăн хыççăн суд приставĕсем уголовлă ĕç пуçарса суда панă. Хĕрарăм айăплав срокне ирттернĕ. Ун хыççăн вăл тарса çухалнă. Ăна шырава пĕлтернĕ. Парăмçа хула чиккинчи икĕ хутлă барак тăрринче тупнă. Приставсем хваттере пăхса çаврăннă, анчах та хĕрарăм килте пулман. Кÿрши йĕрке хуралçисене çуртра нÿхреп те пур-ха тесе систерсе хунă. Чунсăр анне унта пытаннă пулнă.
Хĕрарăма çийĕнчех хупса хунă. Суд административлă майпа 15 талăклăха арестлеме йышăну кăларнă.