Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Новости
28 Октябрӗн 2025, 08:30

Радий Хабировăн тÿрĕ линийĕ: калаçăвăн хăйне евĕрлĕ формачĕ

Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров ноябрь уйăхĕн 11-мĕшĕнче йăлана кĕнĕ «Тÿрĕ лини» ирттерĕ, унта вăл республикăра пурăнакансен тата журналистсен ыйтăвĕсем çине хуравлĕ. Аса илтеретпĕр, иртнĕ çулхине 9 пине яхăн ыйту тăратнă пулнă, вĕсенчен çуррине – тÿрĕ эфир вăхăтĕнче.

Радий Хабировăн тÿрĕ линийĕ: калаçăвăн хăйне евĕрлĕ формачĕРадий Хабировăн тÿрĕ линийĕ: калаçăвăн хăйне евĕрлĕ формачĕ
Радий Хабировăн тÿрĕ линийĕ: калаçăвăн хăйне евĕрлĕ формачĕ

Регион ертÿçи палăртнă тăрăх, пĕр ыйту та тимлĕхсĕр тăрса юлмĕ.

Радий Хабировшăн çынсемпе тÿрремĕн калаçни тата вĕсемпе ĕçлĕ çул çÿревсенче тĕл пулни уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Çул çÿревсемпе канашлусенче республика ертÿçи чылай ыйтăва хускатать. Паллах, вăл вĕсене хăвăртрах пурнăçа кĕртесшĕн, анчах пĕр вăхăтра тума май çук. Радий Хабировăн хушăвĕсене шута илеççĕ, вĕсем мĕнле пурнăçа кĕнине тĕрĕслев управленийĕ тимлесе тăрать.  

 -  Эпĕ çиччĕмĕш çул ĕçлетĕп, пурнăçа кĕртекен хушусем нумай. Яланах çакна калатăп: эпĕ шантарнă пулсан – тăватпăр. 2019-2020 çулсенчех панă хушусем пур, вĕсем кая юлса пурнăçланаççĕ. Республика тата çĕршыв мĕнле лару-тăрура пулнине шута илсе ыйтусене татса паратпăр, - тенĕ Радий Хабиров 2024 çулта иртнĕ «Тÿрĕ лини» вăхăтĕнче.

Радий Хабиров региона тухăçлă ертсе пырас тесен  çынсене илтмелле, вĕсене мĕн пăшăрхантарнине пĕлмелле тесе темиçе хутчен каланă. Шăпах çак тĕллевпе вăл социаллă сетьсем илсе пырать, ĕçлĕ çул çÿревсем вăхăтĕнче çынсемпе куçа-куçăн калаçать.  

 

 

 

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас