Пишпÿлек районĕнчи Хушăлка ялĕнче пурăнакан хаклă та юратнă мăшăра, ырă кăмăллă та ачаш аннене Ольга Леонидовна ЯКОВЛЕВАНА (Тимофеева) илемлĕ юбилей ячĕпе!
Юратнă çыннăмăр, сана чун-чĕререн юратса та хисеплесе юбилей, паллă кун ячĕпе ăшшăн саламлатпăр. Çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хал, ăнăçу, телей сунатпăр. Ĕмĕтленнисем çитсе, пуçланă ĕçсем пурнăçланса пыччăр. Илемлĕ сăн-питÿ ялан телейпе ялкăштăр, çĕр çинчи мĕнпур таси, ырри, телей кÿрекенни санпа пĕр çулпа утчăр. Пирĕнпе юнашар тимлĕ, маттур та юратакан çын пурришĕн савăнатпăр, мăнаçланатпăр. Эсĕ пирĕншĕн чи хакли, илемли.
Ăшă чун, ырă кăмăл санра,
Çăлкуç шывĕ пекех иксĕлмест.
Тĕнчере эс пурришĕн Турра
Тав тумашкăн сăмах та çитмест.
Юратса та хисеплесе – мăшăрĕ, ачисем.