Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Новости
29 Октябрӗн 2025, 04:00

Пушкăртстанри шкулсене Совет Союзĕн Геройĕсен ячĕсене панă

ПР Правительствин премьер-министрĕ Андрей Назаров республикăри шкулсене Совет Союзĕн Геройĕсен тата паллă деятельсен ячĕсене парасси çинчен калакан йышăнăва алă пуснă.

Пушкăртстанри шкулсене Совет Союзĕн Геройĕсен ячĕсене панăПушкăртстанри шкулсене Совет Союзĕн Геройĕсен ячĕсене панă
Пушкăртстанри шкулсене Совет Союзĕн Геройĕсен ячĕсене панă

Документран çакă паллă: ятсем парассипе çыхăннă ĕçсем муниципалитетсен бюджечĕсенчи укçа-тенкĕпе пурнăçланĕç. Паттăрсен ячĕсене ĕмĕрлĕхех асра хăварас пуçарупа вĕренÿ организацисен ертÿçисемпе общество хастарĕсем влаçсем патне тухнă.

Асăннă списока республикăри 95 шкул кĕнĕ. Çав шутра чăваш ялĕсенчи пĕлÿ çурчĕсем пурри те кăмăла çĕклет. Çапла Пишпÿлек районĕнчи Хушăлка шкулĕ Совет Союзĕн Геройĕ Константин Иванович Степанов ятне илме тивĕçнĕ. Федоровка тăрăхĕнчи Ашкатар тата Урал ялĕсенчи вĕренÿ учрежденийĕсем Анатолий Александрович Пантелькин тата Иван Максимович Цыбин ячĕсемпе хисепленĕç. Çтерлĕ районĕнчи Ямансасри шкул Александр Семенович Евстигнеев ятне чыслăн упрĕ.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас