+28 °С
Пӗлӗтлӗ


Планпа палăртнă тăрăх, çурт тăррисене, умĕсене юсĕç, шывпа тивĕçтермелли пăрăхсене, вентиляци системисене çĕнетĕç, кивĕ лифтсене улăштарĕç.
Пушкăртстанра нумай хваттерлĕ çуртсене юсама хывакан тÿлев укçи пĕр тăваткал метршăн 13 тенкĕ те 20 пус тăрать.
2014 çултанпа Пушкăртстанра 8 пин нумай хваттерлĕ çуртра юсав ĕçĕ ирттернĕ. Вĕсенче 1,324 млн çын пурăнать. 2055 çул тĕлне 17 пин нумай хваттерлĕ çурта юсама палăртнă. Апла пулсан юсав ĕçĕн çуррине вĕçленĕ.