Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Новости
1 Ноябрӗн 2025, 10:00

Пушкăртстанран Самарăна электричка çÿрĕ

Çавăн пекех çитес çул Магнитогорскпа та çыхăну йĕркелеме палăртаççĕ. Куйбышев чугун çулĕн Пушкăртстанри уйрăмĕ пĕлтернĕ тăрăх, республикăра çул çÿрев сетьне анлăлатас ĕç пырать. 2026 çулхи тата ун хыççăнхи çулсенче юлашки вăхăтра пурне те калаçтаракан Ĕпхÿ – Самара тата Ĕпхÿ – Магнитогорск (каярах Сибая çити те тăсма палăртаççĕ) маршрутсене хута яма палăртаççĕ.

Пушкăртстанран Самарăна электричка çÿрĕПушкăртстанран Самарăна электричка çÿрĕ
Пушкăртстанран Самарăна электричка çÿрĕ

Чугун çул ведомстви пĕлтернĕ тăрăх, кăçал пысăк ĕç туса ирттернĕ. Март уйăхĕн 30-мĕшĕнчен Салават районĕнчи Мурсалимкино ялĕнчен канмалли кунсенче электричка çÿреме пуçланă. Çур çул хушшинче пассажирсен юхăмĕ 12,5 пин çынпа танлашнă.

Июль уйăхĕн 4-мĕшĕнчен Ĕпхÿ-Эрĕнпур маршрутпа эрне кун, шăмат кун, вырсарни кун çĕнĕ «Финист» состав çула тухнă. Иртнĕ çулпа танлаштарсан, пассажирсен юхăмĕ 15% танлашнă.

Август уйăхĕн 1-мĕшĕнчен Ĕпхÿ-Челябинск маршрутпа канмалли кунсенче «Ласточка» поезд çÿреме пуçланă, икĕ уйăх хушшинче 9 пин пассажир турттарнă.

Август уйăхĕн 25-мĕшĕнчен РА-3 «Орлан» составпа Ĕпхÿ – Кумертау поезд хута янă.

Юлашки тăватă çул хушшинче регионта электричкăсен паркне 70 % çĕнетнĕ. 2026-2028 çулсенче çĕнĕ йышши виçĕ «Финист» электропоезд илсе килме палăртаççĕ. Хальхи вăхăтра Пушкăртстанра вунă çĕнĕ состав – виçĕ «Финист» тата çичĕ «Ласточка» çÿрет.

Куйбышеври чугун çулĕ пĕлтернĕ тăрăх, хуласем хушшинчи маршрутсене ПР Правительстви пулăшнипе хута яраççĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас