

Кăçалхи тăхăр уйăх хушшинче асăннă программăна хутшăнакан çынсен шучĕпе Пушкăртстан 6-мĕш вырăн йышăннă. ПР Наци банкĕн информацийĕ тăрăх, январь-сентябрь уйăхĕсенче регионти çынсем Вăраха тăсăлакан перекет программин 132 пин килĕшĕвне алă пуснă. Хывнă укçан хисепĕ 3 млрд ытла тенкĕрен те иртнĕ.
Пушкăртстанри Наци банкĕн ертÿçи Марат Кашапов вăраха тăсăлакан перекет программи укçапа каярах усă курма май пани, унпа пенси çумне хушма тÿлев пек е пурнăçри кăткăс лару-тăрури финанс «минтерĕ» пек усă курма пултарни çинчен ăнлантарса панă.
Вăраха тăсăлакан перекет программин уйрăмлăхĕ – çулталăкне икĕ пинрен ытларах укçа хывнă хушăра патшалăх тÿлеве хăй хушса панинче. Унсăр пуçне программăна хутшăнаканăн тупăшĕ сахалрах пулсан хушма тÿлевĕ пысăкрах пулĕ. Программăна хутшăннисен малтанхи 10 çулти чи пысăк виçи 36 пин тенкĕпе танлашать.
Çавăн пекех налук шайĕнче тытса юлнă укçа-тенке (налоговый вычет) тавăрма пулĕ. Хывнă укçа-тенке 2,8 млн тенкĕ таран страхланă. Асăннă программăна патшалăх шутне кĕмен пенси фончĕсем пурнăçлаççĕ.
Пухнă укçана 15 çултан е хĕрăрамсем 55 çул, арçынсем 60 çул тултарсан илме пулать. Укçана хаклă сиплевшĕн тÿленĕ чух е çемье тăрантараканĕ вилнĕ хушăра пама пултараççĕ. ПР Наци банкĕн пресс-службинче укçана ытти чух та, анчах хушма тÿлевсемсĕр, илме пуласси çинчен пĕлтернĕ.