Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Новости
3 Ноябрӗн 2025, 08:00

Дзерасса, Гор тата Юзорсиф: Пушкăртстанри ашшĕ-амăшсем мĕнле ятсем суйлаççĕ

ЗАГС Реестрăн информаципе аналитика порталĕ республика çыннисем хăйсен ачисене хунă анлă сарăлнă тата сайра тĕл пулакан ятсен списокне çĕнетнĕ.

Дзерасса, Гор тата Юзорсиф: Пушкăртстанри ашшĕ-амăшсем мĕнле ятсем суйлаççĕДзерасса, Гор тата Юзорсиф: Пушкăртстанри ашшĕ-амăшсем мĕнле ятсем суйлаççĕ
Дзерасса, Гор тата Юзорсиф: Пушкăртстанри ашшĕ-амăшсем мĕнле ятсем суйлаççĕ

2025 çулхи октябрь уйăхĕн 30-мĕшĕ тĕлне сайра тĕл пулакан  хĕр ача ячĕсем шутне Дзерасса, Нурзия, Айшат, Владлена, Раделия ятсем лекнĕ.  Сайра тĕл пулакан арçын ача ячĕсем хушшинче – Гор, Юзорсиф, Вильсур, Вахтанг, Альназар.

Хĕр ачасене ытларах Ева, Амелия, Эмилия, София, Амина ятлă хураççĕ. Арçын ачасене паллă ятсем суйлаççĕ: Амир, Эмир, Тимур, Мирон тата Михаил.

Дзерасса - осетин эпосĕн тĕп сăнарĕ, Донбеттыр шыв хуçин хĕрĕ Дзерассăран пулса кайнă. Ятăн çут тĕнчипе йышăннă пĕлтерĕшĕ çук, анчах та эпосра вăл çутăпа, илемпе çыхăннă.

Юзорсиф арçын ячĕ – Юсуф, Юсуп тата Иосиф ятсене улăштарнипе пулнă. Вăл авалхи еврей чĕлхинчен пулса кайнă, «Яхве хушнă» е «Турă нумайлатнă» тенине пĕлтерет. Ят араб, тĕрĕк тата мăсăльман культурисенче анлă сарăлнă.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас