+28 °С
Пӗлӗтлӗ


Чăваш Енĕн патшалăх телерадиокомпанийĕн журналисчĕ Алексей Енейкин пĕлтернĕ тăрăх, «ку вырăнта тахçан малтан Петр Хусанкай пурăннине çак чул çинчи плитана вуласа пĕлме пулать. Ăна вырнаçтариччен поэт çурчĕ пулнă тĕле килен-каян çак ятарласа лартнă чăрăш тăрăх пĕлнĕ. Çывăхри лăсăллă йывăç вара кунта сăвăç пурăннă чухнех ÿснĕ».
Сиктĕрме ялĕнчи Иван Казанков аслă поэт çуртне çĕнетмеллех тесе шутланă май унта ĕлĕкхи çурта аса илтерекен кивĕ пура лартнă. Ăна кăçалах туса пĕтерсе пÿртре Хусанкай музейне уçма палăртаççĕ.
Чăваш халăх сайчĕ.