2026 çултан пирĕн çĕршывра Раççейри сахал йышлă тĕп халăхсен тата Раççей Федерацийĕнчи халăхсен чĕлхисен кунĕсене паллă тума пуçлĕç. Кун пирки калакан указа çĕршыв пуçлăхĕ Владимир Путин алă пуснă.
Раççейре икĕ çĕнĕ уяв пулĕ
Çапла майпа Раççейри сахал йышлă халăхсен кунне апрель уйăхĕн 30-мĕшĕнче, Халăхсен чĕлхисен кунне сентябрь уйăхĕн 8-мĕшĕнче паллă тăвĕç.