

Çак кунсенче «Чи лайăх шкул столовăйĕ – 2025» Пĕтĕм Раççейри конкурсăн пĕтĕмлетĕвĕсене тунă. Хуласенчи вĕренÿ учрежденийĕсен номинацинче Çтерлĕри 29№ шкул столовăйĕ пĕрремĕш пулса тăнă. Савăнăçлă хыпара ПР Пуçлăхĕ Радий Хабиров пĕлтернĕ, вăлах поварсен коллективне саламланă.
Çавăн пекех Ĕпхÿри 115№ гимнази те чи лайăх 20 шкул столовăйĕ шутне кĕнĕ. Çтерлĕ хулинчи 7№ шкулăн шеф-поварĕ Рима Черненко «Шкул столовăйĕн чи лайăх поварĕ» номинацире 58 çын хушшинче иккĕмĕш вырăн йышăннă.
«Çакă чăннипех пĕлтерĕшлĕ çитĕнÿ. Ку – республикăшăн пĕрремĕш çĕнтерÿ мар. Шкул ачисен сывлăхлă та хăрушсăрлăхлă апатланăвне йĕркелессипе пиллĕкмĕш çул эпир лайăх кăтартусем тăватпăр.
Темиçе çул каялла асăннă ыйту çивĕч тăратчĕ, çăхавсем пурччĕ, ачасемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсем кăмăлсăрччĕ. Тĕрлĕ мелпе ĕçлесе нумай ĕç тума тÿр килчĕ. Пурне те пысăк тав. Çÿллĕ шая малалла та тытса тăмалла», – тесе çырнă Радий Хабиров хăйĕн социаллă сечĕсенче.