Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Новости
6 Ноябрӗн 2025, 08:00

2026 çула Раççей халăхĕсен çулталăкĕ тесе пĕлтерĕç

Раççей Президенчĕ Владимир Путин нацисен хушшинчи хутшăнусен канашĕнче Пĕтĕм Раççейри казаксен пĕрлĕхĕн председателĕн Виталий Кузнецовăн пуçарăвне ырласа хуравланă.

2026 çула Раççей халăхĕсен çулталăкĕ  тесе пĕлтерĕç2026 çула Раççей халăхĕсен çулталăкĕ  тесе пĕлтерĕç
2026 çула Раççей халăхĕсен çулталăкĕ тесе пĕлтерĕç

 «Ноябрь уйăхĕн 4-мĕшĕнче пирĕн çĕршыв Халăхсен пĕлĕхĕн кунне уявлать. Ку - кашни гражданиншăнах питĕ пĕлтерĕшлĕ уяв. Эпир пĕр шухăшлă пулнинчен, халăхсен хушшинчи тăнăçлăхпа килĕшÿлĕх пĕлтерĕшне ăнланнинчен пирĕн Раççейĕн пулас аталанăвĕ килет. Владимир Владимирович, сиртен канашăн  (ВсКО атаманĕсем) сĕнĕвне ырлама тата çитес 2026 çула Халăхсен пĕрлĕхĕн çулталăкĕ тесе пĕлтермелли майсене пăхса тухма ыйтатăп. Сире ку енĕпе çĕршывĕпех пулăшасса шанатăп», - илсе кăтартнă ТАСС атаман сăмахĕсене.  

Президент РФ Правительствин вице-премьерне Татьяна Голикована тивĕçлĕ йышăнусен проекчĕсене хатĕрлеме хушу панă. Канашра наци политикин çĕнĕ стратегине тата ют çĕршывсенчен килнĕ провокацисене хирĕç тăрассине сÿтсе явнă.

Аса илтеретпĕр, 2025 çула президент Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин çулталăкĕ тесе пĕлтернĕ, маларахри 2024 çул Çемье çулталăкĕ пулнă.  

 

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас