Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Новости
6 Ноябрӗн 2025, 07:00

Çĕнĕ Хурамалти алă ăстин ĕçĕсемпе республика ертÿçи те паллашнă

Ĕпхÿ хулинче октябрь уйăхĕн 31-мĕшĕнче Халăхсен пĕрлĕхĕн кунне халалласа «Пушкăртстан халăхĕсем» курав иртнĕ.  Унта халăх тумĕсемпе,  «Тамга» конкурс çĕнтерÿçисен ювелир эрешĕсемпе, пир-авăр панносемпе, кавир-палассемпе паллаштарнă.

Çĕнĕ Хурамалти алă ăстин ĕçĕсемпе республика ертÿçи те паллашнăÇĕнĕ Хурамалти алă ăстин ĕçĕсемпе республика ертÿçи те паллашнă
Çĕнĕ Хурамалти алă ăстин ĕçĕсемпе республика ертÿçи те паллашнă

Тĕрлĕ-тĕрлĕ  йышши экспонатсем хушшинче Мияки районĕнчи Çĕнĕ Хурамал ялĕнчи Виталий Захаров халăх ăсти хăй аллипе тунă чăваш кĕвĕ инструменчĕсен экспозицийĕ уйрăмах куçа илĕртрĕ.

Халăх ăстин ĕçĕсемпе регион ертÿçи Радий Хабиров  та паллашма кăмăл тунă. Çакă Виталий Николаевичăн ĕçĕсене тивĕçлипе хак панине çирĕплетет.

В.Н. Захаров Пушкăртстан халăхĕсен хăйне евĕрлĕ культура йăли-йĕркисене упраса хăварас ĕçе калама çук пысăк тÿпе хывать. Унăн ĕçĕ - ахаль ремесла çеç мар, ăрусен чĕрĕ çыхăнăвĕ.  

Çĕнĕ Хурамалти алă ăстин ĕçĕсемпе республика ертÿçи те паллашнă
Çĕнĕ Хурамалти алă ăстин ĕçĕсемпе республика ертÿçи те паллашнă
Çĕнĕ Хурамалти алă ăстин ĕçĕсемпе республика ертÿçи те паллашнă
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас