

Салават Юлаев ячĕллĕ батальон салтакĕсем Донецк Халăх Республикинче хурăнсем лартнă. Салтаксем Росгвардин Пушкăртстанри подразделенийĕ вăхăтлăха вырнаçнă территорие вырăнти муниципалитет администрацийĕн ĕçченĕсемпе пĕрле ешĕллетнĕ. Хăйсем пĕлтернĕ тăрăх, акцие вĕсем Халăхсен пĕрлĕхĕн кунне халалланă. Йывăç хунавĕсене Ишимбай районĕнчен илсе килнĕ. Хурăн лартмалли вырăна ахальтен суйламан. Вĕсене Донбаса ирĕке кăларассишĕн фашистла вăрă-хурахсемпе çапăçса пуç хунă пиллĕкмĕш тапăну çарĕн салтакĕсемпе офицерĕсен мемориалĕ умне лартнă. - Пирĕн салтаксем халĕ вăхăтлăх дислокаци пунктĕнче çĕнĕ çар тĕллевĕсене пурнăçлама хатĕрленеççĕ. Вĕсем йывăç лартма хăйсен пуçарăвĕпе тухнă. Шăпах хурăна суйланă. Мĕншĕн тесен вăл Раççей символĕ. Çитменнине кунта ун пек йывăçсем сахал. Ÿссен питĕ илемлĕ пулĕ, - палăртнă Пушкăртстан Пуçлăхĕн РФ Наци гвардийĕн çарĕсемпе ĕçлекен советникĕ, Салават Юлаев ячĕллĕ батальона йĕркелес ĕçе пуçарса яраканĕ Артур Юмагужин.