Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Новости
7 Ноябрӗн 2025, 11:00

Треппел ялĕнче пурăнаканскем бильярдпа «чирленĕ»

Авăркас районĕнчи Треппел ялĕнче пурăнакансем кĕрхи каçсене вырăнти клубра ирттерме пуçланă, килĕсене каясшăн та мар. Ĕçĕ вара акă мĕнре: нумай пулмасть «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин «Пĕчĕк тăван çĕршывăн культури» федераллă  проекчĕпе бильярд сĕтелĕпе ытти кирлĕ япалисене (кия, шарсем) туяннă.  Бильярд – питĕ илĕртÿллĕ вăйă. Ăна çамрăксем çеç мар, ватăсем те кăмăллаççĕ.

Треппел ялĕнче пурăнаканскем бильярдпа «чирленĕ»Треппел ялĕнче пурăнаканскем бильярдпа «чирленĕ»
Треппел ялĕнче пурăнаканскем бильярдпа «чирленĕ»

Çак кунсенче бильярд турнирĕ иртнĕ. Унта хастар Треппел çыннисем хутшăнса вăй виçме тата чи вăйлисене тупса палăртма шутланă.

Участниксем тĕл çапмалли ăсталăха та, стратегиллĕ шухăшлава та, çĕнтерÿ патне ăнтăлнине те кăтартса панă. Турнир тĕрлĕ ÿсĕмри тата хатĕрленÿ шайĕнчи вăйăçăсене пуçтарнă. Вĕсене пурне те классика вăййине юратни пĕрлештернĕ.        

Треппел ялĕнче пурăнаканскем бильярдпа «чирленĕ»
Треппел ялĕнче пурăнаканскем бильярдпа «чирленĕ»
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас