Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Новости
12 Ноябрӗн 2025, 08:00

Предприятисем вахтăпа ĕçлекенсене ĕçе вырнаçтарма хатĕр

Пушкăртстан Республикин Пуçлăхĕпе Радий Хабировпа иртнĕ тÿрĕ лини вăхăтĕнче Дамир Вахитов (Дамир Ильгамович) блогер республика вахта мелĕпе ĕçлекенсен шучĕпе пĕрремĕш вырăнта тăнă пекех пулнине палăртнă. Вăл Пушкăртстанри хăш предприятисем вахтовиксем ытти регионсене ан кайччăр тесе тивĕçлĕ ĕç укçи сĕнме пултарнипе кăсăкланнă.

Предприятисем вахтăпа ĕçлекенсене ĕçе вырнаçтарма хатĕрПредприятисем вахтăпа ĕçлекенсене ĕçе вырнаçтарма хатĕр
Предприятисем вахтăпа ĕçлекенсене ĕçе вырнаçтарма хатĕр

Радий Хабиров каланă тăрăх, Раççейре Çĕпĕре, Инçет Çурçĕре алла илнĕренпех унти ĕçсене вахта мелĕпе пурнăçланă. Пушкăртстанăн хăйĕн историйĕ йĕркеленнĕ. Вăл – нефть уçласа илме пуçланă пĕрремĕш регион. 1932 çулта Ишимбайра нефть упранакан вырăн шыраса тупнă. Çапла республикăра нефть кăларас енĕпе специалистсем нумайланнă. Халĕ регионта вахта мелĕпе ĕçлекенсен ăрăвĕсем те пур.

- Вахтăна ĕç çуккипе çÿреççĕ тесе шухăшлаççĕ. Паллах, кунта чăнлăх пур, уйрăмах ялсенче. Анчах халĕ кашни хуларах пысăк промышленность предприятийĕсем пур, вĕсем самаях пысăк ĕç укçи пама хатĕр. Анчах, тепĕр енчен пăхас пулсан эпир пĕр çĕршывра пурăнатпăр-çке. Камăн та пулсан Çĕпере те алла илмелле. Патшалăх та çакна ăнланса кирлĕ майсем туса пама тăрăшать, унта ĕç укçи ытларах. Республикăра эпир вĕсене пысăк ĕç укçи сĕнме пултараймастпăр. Эпир пысăк ĕç турăмăр:  Ĕç министерствин линийĕпе «Пушкăртстан вахти» программа пурччĕ. Вĕсене ĕçе вырнаçтарма хатĕр предприятисемпе тĕлпулусем йĕркелерĕмĕр, - тенĕ республика ертÿçи. Унсăр пуçне вăл çапла хушса хунă: «Вахтовиксен пĕр пайĕ Çурçĕре çапла пурăнма хăнăхнăран çÿрет. Апла пулин те вĕсем республика экономикишĕн ĕçлеççĕ: унта ĕçлесе илеççĕ, ĕç укçине вара региона илсе килеççĕ.  Кунта çемье çавăраççĕ, çурт-йĕр туянаççĕ. Уйрăм çурт-йĕр строительстви вахтовиксем укçа ĕçлесе илсе ăна çурт-йĕр туянма хывнипе аталанать».    

 

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас