Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Новости
12 Ноябрӗн 2025, 11:00

Республикăра сахăр туса илесси 110 пин тоннăран иртнĕ

Пушкăртстанри сахăр завочĕсем 110,6 пин тонна кăшман сахăрĕ туса илнĕ тесе пĕлтернĕ ПР Ял хуçалăх министерствинче. Сăмахран, çĕнĕ сезон пуçланнăранпа (август вĕçĕнчен) «Раевсахар» компани 397 пин тонна пылак тымар çимĕç тирпейленĕ. Чишмари сахăр завочĕ – 394 пин тонна. Регионти заводсем талăкне вăтамран 12 пин тонна сахăр кăшманĕ ĕçе кĕртеççĕ. «Предприятисен лапамне республикăри хуçалăхсенчен 816 пин тонна пылак тымар çимĕç илсе килнĕ», - тесе хушса каланă ПР Ял хуçалăх министерствинче.

Республикăра сахăр туса илесси 110 пин тоннăран иртнĕРеспубликăра сахăр туса илесси 110 пин тоннăран иртнĕ
Республикăра сахăр туса илесси 110 пин тоннăран иртнĕ

Палăртса хăвармалла, Пушкăртстан пĕрремĕш çул çеç мар хăйне хăй сахăрпа тата ытти çимĕçпе туллин тивĕçтерет. Регионта сахăр кăшманĕн тухăçĕ кăçал гектартан рекордлă 480 центнера çитнĕ. 2025 çулта çак техника культурине çитĕнтермелли лаптăка сахаллатнă пулин те аграрисем 2 миллион тонна пылак тымар çимĕç пухса илнĕ.  

«Эпир сахăра ваккăн сутакан хаксем ÿсессе кĕтместпĕр, - тенĕ республика правительствин вице-премьерĕ Ильшат Фазрахманов. – «Раевсахар» тата Чишмари сахăр завочĕсем талăкне 12 пин тонна пылак çимĕçе тирпейлесе 1800 тонна сахăр туса кăлараççĕ. Регионта хаксем ÿсмĕç».  

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас