Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Новости
17 Ноябрӗн 2025, 15:00

«Диспансеризаци каçĕ» ункайлă та усăллă пулнине палăртнă

Пушкăртстанри «Диспансеризаци каçне» ирттерес опыта федераци шайĕнче палăртнă. Кун пирки ПР Сывлăх сыхлав министерствин ертÿçи Айрат Рахматуллин пĕлтернĕ.

«Диспансеризаци каçĕ» ункайлă та усăллă пулнине палăртнă«Диспансеризаци каçĕ» ункайлă та усăллă пулнине палăртнă
«Диспансеризаци каçĕ» ункайлă та усăллă пулнине палăртнă

  - Каçхи диспансеризаци формачĕ хăй кирлĕлĕхне кăтартса пачĕ. Тăватă сехет хушшинче 138 çын тĕрĕслев витĕр тухнă, вĕсем поликлиникăна ĕç вăхăтĕнче çÿреймен, - каласа кăтартнă министр.

 Аса илтерме: «Диспансеризаци каçĕ» акци пĕрремĕш хут Çтерлĕри 1№ хула клиника больницин поликлиникинче иртнĕ. Акцие йĕркелекенсем чи малтан ĕçлекен çынсем çинчен шухăшланă пулин те акци пур ÿсĕмрисен кăмăлне те кайнă. Унта хутшăнакансем каçхи формат меллĕ пулнине пысăка хурса хакланă, кун пек акцисене тăтăшах ирттерме кăмăл тунă.  

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас