Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Новости
18 Ноябрӗн 2025, 09:00

Грипран прививка тума тата 400 пин вакцина илсе килĕç

Пушкăртстана грипран прививка тума тата 403 пин вакцина илсе килĕç. Кун пирки Републикăна ертсе пыракан центрта (ЦУР) иртнĕ оперативлă канашлура ПР Сывлăх сыхлав министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Роберт Иштуков пĕлтернĕ.

Грипран прививка тума тата 400 пин вакцина илсе килĕçГрипран прививка тума тата 400 пин вакцина илсе килĕç
Грипран прививка тума тата 400 пин вакцина илсе килĕç

Вăл коллективлă иммунизаци валли халăхăн 60%, урăхла каласан 2,4 млн çынна, çав шутра 600 пин ытла ачана, прививка тумаллине аса илтернĕ. Республикăна 2 миллиона яхăн вакцина, «Совигрипп», «Флю-М», «Ультрикс Квадри» препаратсем, илсе килме ĕлкĕрнĕ те.  Ноябрь уйăхĕн варри тĕлне республикăра пурăнакан 1,5 мл çын прививка тутарнă.

Прививкăна ачасене, йывăр  хĕрарăмсене, 60 çултан иртнĕ çынсене, вăраха кайнă чирпе аптракансене, сывлăх сыхлавĕн, вĕренÿ, суту-илÿ, транспорт, коммуналлă тата социаллă службăсен сферисенче ĕçлекенсене, çавăн пекех призывниксемпе йĕрке хуралçисене тумаллах.

Роспотребнадзорăн Пушкăртстанри уйрăмĕн ертÿçи Анна Казак аса илтернĕ тăрăх, прививка тума кая юлман-ха.

«Манăн уйрăмах хăрушлăх ушкăнне лекекенсене – 1-11 класс ачисемпе аслă çулхисене - асăрхаттарас килет. Медицина кăтартăвĕсене пула вăхăтлăха прививка тума юраман, халĕ ирĕк панă пулсан, кая юлман-ха, тата икĕ эрне пур», - тенĕ Анна Казак.

Грипп сарăлма тытăнчĕ, анчах прививка тума май килмерĕ-тĕк – сыхă пулмалла. Вирус çаклатасран халăх йышлă пухăнакан вырăнсене тухмалла мар, шăнасран сыхланмалла, ытлашши ăшă та тăхăнма юрамасть, сăмса çунаттине вирусран хÿтĕлекен препаратсем сĕрмелле. Апат та тутлăхлă пулмалла.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас