

Антибиотиксемпе вырăнсăр усă курни, хăш чухне пĕр вăхăтрах иккĕ е виççĕ таран ĕçни çак препаратсене хирĕç тăрасси, çавăн пекех аллерги, дисбактериоз, вар-хырăм кандидозĕ патне илсе çитерме пултарать.
Час-часах чирлĕ çынсем тухтăр хушмасăрах, мĕн те пулсан сиксе тухасран асăрханса, антибиотик ĕçеççĕ. Çапла майпа вĕсем хăйсене хăйсем сиен кÿреççĕ.
Тухтăр ăнлантарса панă тăрăх, бактерисем çын организмĕшĕн усăллă, хăш чух хăрушă (условно опасные) тата хăрушă пулма пултараççĕ. Хăрушă бактерисем сахал пулсан та сывлăх енчен пысăк инкек патне илсе çитереççĕ. Ун пеккисем шутне туберкулез, холера вибрионĕ, клостридия, ылтăн стафиллокок, стрептоккок тата ытти нумай микробактери кĕреççĕ. Вĕсене антибиотиксемсĕр çĕнтерме май çук. Анчах эмелсене тухтăр хушнипе тата палăртнă дозăна пăхăнса çирĕп йышăнмалла.