+28 °С
Пӗлӗтлӗ


Хальхи вăхăтра студентсен фестивальне хутшăнма кăмăл тăвакансене регистрацилеме пуçланă. Мероприяти Кĕрешÿ керменĕн лапамĕнче иртĕ.
«Фестивале Студентсен кунне халалланă. Республикăри колледжсемпе аслă вĕренÿ шкулĕсен студенчĕсене тата Пушкăртстанра çуралса ÿснĕ, хальхи вăхăтра çĕршывăн ытти хулисенчи аслă шкулĕсенче вĕренекенсене кĕтетпĕр», - палăртнă Вито Сабиров.
#Килте студентсен фестивалĕ 2025 çулхи февраль уйăхĕнче иртнĕ. Мероприяти республикăри вăтам тата аслă пĕлÿ паракан шкулсенчи икĕ пин студента пуçтарнă.