Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Новости
24 Ноябрӗн 2025, 15:00

Пушкăртстанри тăватă çемьене «Ашшĕ-амăш хастарлăхĕ» медальпе чыслĕç

Республикăри ашшĕ-амăшсене çемье хаклăхĕсене çирĕплетес ĕçе тÿпе хывнăшăн хавхалантарĕç.

Пушкăртстанри тăватă çемьене «Ашшĕ-амăш хастарлăхĕ» медальпе чыслĕçПушкăртстанри тăватă çемьене «Ашшĕ-амăш хастарлăхĕ» медальпе чыслĕç
Пушкăртстанри тăватă çемьене «Ашшĕ-амăш хастарлăхĕ» медальпе чыслĕç

Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров «Ашшĕ-амăшĕн хастарлăхĕ» медальсемпе чысласси çинчен калакан указа алă пуснă. Унпа килĕшÿллĕн ачисене воспитани парас ĕçри тивĕçсемшĕн, çемье хаклăхĕсемпе йăли-йĕркисене упрас тата çирĕплетес ĕçе пысăк тÿпе хывнăшăн Благовещенск районĕнчи Викторпа Юлия Хомутовсен, Ĕпхÿри Азаматпа Лилия Фаттаховсен, çавăн пекех Дуван районĕнчи Наталья Авдонинăпа Ермеккей районĕнчи Фатыма Гарифуллинан çемйисене палăртĕç.    

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас