Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Новости
24 Ноябрӗн 2025, 12:00

«Соловушки» вокал ушкăнĕ «Поле чудес» вăййа хутшăннă

Кушнаренко районĕнчи Сергей Первушин тата «Соловушки» ансамбль солисчĕсем Пĕрремĕш каналпа кăтартакан «Поле чудес» вăййа хутшăннă. Çакăн пирки район администраци пуçлăхĕ Марат Латыпов пĕлтернĕ.

«Соловушки» вокал ушкăнĕ «Поле чудес» вăййа хутшăннă«Соловушки» вокал ушкăнĕ «Поле чудес» вăййа хутшăннă
«Соловушки» вокал ушкăнĕ «Поле чудес» вăййа хутшăннă

Вокал ансамблĕн артисчĕсем студие наци тумĕ тăхăнса тухнă, «Кумушка» юрра шăрантарнă.

 - Пирĕн ентешсем федераллă каналра район тата республика чысне çÿллĕ шайра хÿтĕлени савăнтарать. Халĕ пирĕн çинчен пĕтĕм çĕршыв пĕлет», - тенĕ Марат Латыпов.  

«Соловушки» вокал ушкăнĕ «Поле чудес» вăййа хутшăннă
«Соловушки» вокал ушкăнĕ «Поле чудес» вăййа хутшăннă
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас