Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Новости
26 Ноябрӗн 2025, 10:59

Людмила Ивановна МАРКИНА

Авăркас тăрăхĕнчи Шланлă ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Çтерлĕ хулинче пурăнакан чăваш хастарне, Çтерлĕ хулинчи чăвашсен наципе культура автономин  пресс-службин ертÿçине, пултаруллă вĕрентекене, «Урал сасси» хаçатăн çывăх тусне Людмила Ивановна МАРКИНАНА илемлĕ юбилей ячĕпе!

Людмила Ивановна МАРКИНАЛюдмила Ивановна МАРКИНА
Людмила Ивановна МАРКИНА

Людмила Ивановна, сирĕн халăхăмăрăн чĕлхипе культурине, йăли-йĕркине упраса хăварас тата аталантарас тĕллевпе пурнăçлакан ĕçĕрсен шутне шутласа кăларма та, калăпăшне виçме те май çук. Тăватă теçеткене яхăн педагогика анинче вăй хунă май ачасене пĕлÿ панипе пĕрлех тăван чĕлхене юратма, хисеплеме вĕрентетĕр, «Урал сасси» хаçата çивĕч материалсемпе тивĕçтеретĕр. Сирĕн хавхалануллă кăмăлăрпа ырă ĕçĕрсем ыттисене те хавхалантарса тăраççĕ.

Сире çавра çул ячĕпе чун-чĕререн саламласа юман пек çирĕп сывлăх, çăлкуç пек тапса тăракан вăй-хал сунатпăр. Хастарлăхăр нихăçан та ан иксĕлтĕр, ĕмĕр сукмакĕ такăр та вăрăм пултăр. Эпир сирĕнпе мухтанатпăр, мăнаçланатпăр. Пурнăçăрта яланах шанчăклă туссем тата ырă çынсем пулччăр. Чăвашсемшĕн тăвакан ĕçĕрсене малашне те тивĕçлипе хаклаччăр.

Сума суса та хисеплесе – Çтерлĕ хулинчи ЧНКА пайташĕсем, «Урал сасси» хаçат редакцийĕ.   

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас