Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Новости
26 Ноябрӗн 2025, 04:00

Паттăр ача амăшĕсене – социаллă гарантисем

«Ача амăшĕ-героиня» ята тивĕçнĕ хĕрарăмсене пулăшмалли хушма мерăсем пирки саккунсем йышăннă.

Паттăр ача амăшĕсене – социаллă гарантисемПаттăр ача амăшĕсене – социаллă гарантисем
Паттăр ача амăшĕсене – социаллă гарантисем

РФ Патшалăх Думи «Ача амăшĕ-героиня» хисеплĕ ята тивĕçнĕ хĕрарăмсене социаллă гарантисемпе тивĕçтересси пирки закон йышăннă. Малашне вĕсем Раççей Геройĕсемпе тата Ĕç паттăрĕсемпе пĕр танах социаллă çăмăллăхсемпе усă курма пултарĕç. Аса илтеретпĕр, «Ача амăшĕ – героиня» ята 10 е ытларах ача çуратса е пăхса ÿстернĕ хĕрарăмсене параççĕ. Социаллă гарантисен шутне черетсĕр медицина пулăшăвĕвĕпе тивĕçтересси, çурт-йĕршĕн тата коммуналлă çăмăллăхсемшĕн тÿлессинчен хăтарасси, çĕр лаптăкне тÿлевсĕр майпа харпăрлăха илме май парасси, ĕçе вырнаçма тата тÿлевсĕр майпа професси илме майсем туса парасси кĕреççĕ.

Çăмăллăхсем вырăнне хĕрарăмсем уйăхне 72 403 пин тенкĕ илме пултараççĕ. Асăннă хисепе çулсерен индексацилеççĕ.

ПР Çемье, ĕç тата халăха социаллă хÿтлĕх паракан министерство пĕлтернĕ тăрăх, республикăра «Ача амăшĕ – героиня» хисеплĕ ята 10 хĕрарăм тивĕçнĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас