

Малалла аферистсем хăйсем суйласа илнĕ схемăпа ĕçлеме пуçланă. Хула хĕрĕ патне «Госуслуги» тата «Роскомнадзор» ĕçченĕсем тесе шăнкăравлама тытăннă, мошенниксем сирĕн ятпа кредит илесшĕн тесе улталанă.
Хĕрĕн счечĕ çинче укçа çуккине ăнлансан килĕнче хаклă япаласем пуррипе çуккине тĕпчеме тытăннă. Хĕр коллекци укçисемпе ылтăн эрешсем пуррине асăннă. Ÿкĕте кĕрсе вăл вĕсене ломбарда кайса панă. Сутса тунă укçана куçарма банка кайнă.
Фируза Фатхуллина аслă менеджер хĕр хăтланкаларăшĕ урăхларах пулнине асăрханă. Специалистсем хăйсен умĕнче мошенниксен аллине çакланнă çын тăнине ăнланса илнĕ те полици чĕнтернĕ. Вăл пулăшнипе 100 пин тенкĕ ытла ултавçăсен счечĕ çине куçарассине чарма май килнĕ.