Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Новости
27 Ноябрӗн 2025, 12:00

Шкул ачисен пуçарăвĕсене пурнăçа кĕртмелли укçа-тенкĕ бюджетне ÿстерĕç

Йышăнăва регион правительстви çирĕплетнĕ. Сăмах шкулти пуçарусене укçа-тенкĕпе тивĕçтересси пирки пырать. Ку – вĕрентÿ учрежденийĕсене пулăшу памалли çĕнĕ çул-йĕр. Унăн тĕп тĕллевĕ -  шкул территорине тата инфраструктурине аталантарас ĕçе вĕренекенсен пĕрлĕхне явăçтарасси.

Шкул ачисен пуçарăвĕсене пурнăçа кĕртмелли укçа-тенкĕ бюджетне ÿстерĕçШкул ачисен пуçарăвĕсене пурнăçа кĕртмелли укçа-тенкĕ бюджетне ÿстерĕç
Шкул ачисен пуçарăвĕсене пурнăçа кĕртмелли укçа-тенкĕ бюджетне ÿстерĕç

Документсем тăрăх, 2025 çултан шкул ачисен проекчĕсене пулăшмалли укçа-тенкĕ хисепĕ 600 пин тенке çитет. 2027 çултан пуçласа – 700 пин тенкĕ таран.

Программăпа килĕшÿллĕн, маларах  программа шайĕнчи пулăшу укçи 500 пин тенкĕпе танлашнă.  Ун çумне районтан пулăшса паракан укçана та хушаççĕ. Çавăн пекех шкул ачисен ашшĕ-амăшсем те май килнĕ таран пулăшма пултараççĕ.

Аса илтерме, 2024 çулта республикăри шкул ачисен пуçарăвĕсене пурнăçа кĕртмелли проектсен конкурсне 374 заявка тăратнă. Çакă çулталăк маларахринчен 155-е нумайрах. 2023 çулта Пушкăртстанăн тĕрлĕ кĕтесĕнчи 144 проект çĕнтернĕ.

 «Конкурсăн тĕп шухăшĕ – вĕренекенсем хăйсен шкулĕнче мĕнле проект пурнăçламаллине, мĕнле хутлăх кирлине палăртнă. Вăл  вырăнти пуçарусене пулăшса пыракан программа (ППМИ) пекех, ачасем валли кăна. Хăшĕ-пĕри канмалли тата пĕр-пĕринпе хутшăнмалли зонăсем, спорт лапамĕсем йĕркелеме шутлать, хăшĕ столовăйсене юсама тата шкулта кафе уçма сĕнет. Çĕнтерÿçĕ-проектсене пурнăçа кĕртме эпир республика бюджетĕнчен укçа-тенкĕ уйăратпăр», - палăртнă Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров.   

Надежда РОДИОНОВА.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас